Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чĕлхи кунĕ. Çак кун 1848-мĕш çулта чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Иван Яковлевич Яковлев, çуралнă. Вăл халăхшăн нумай тава тивĕçлĕ ĕç тунă.
Çак паллă Куна халалласа Чăваш Республикинче кашни хулари,кашни ялти шкулсенче Чăваш чĕлхи эрни иртет. Канаш хулинчи 3-мĕш вăтам шкулта та ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа кашни кун тĕрлĕ конкурс, ĕçлĕ калаçу, экскурси, вăйă-урок, ăмăрту-урок иртрĕ.
Ачасем И.Я. Яковлевăн, Чăваш Республикинчи паллă çынсен пурнăçĕпе, пултаруллăхĕпе паллашрĕç, Н. К. Сверчковăн « Приезд А. С. Пушкина в чувашскую деревню» ÿкерчĕкĕпе ĕçлесе пĕчĕк калăпăшлă калавсем çырчĕç.
Кĕçĕн класра вĕренекенсем И.Я. Яковлев калавĕсем тăрăх лартнă сценкăсемпе куракансене савăнтарчĕç. 5-мĕш класра вĕренекенсем вара Чăваш çĕр-шывĕ вырăс патшалăхĕпе пĕрлешни 465 çул çитнине асăнса «Чи лайăх сăвă вулакан» конкурсра хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. 7-мĕш класс ачисем «Ĕçне кура хисепĕ» презентаци конкурсне хутшăнчĕç. Çак конкурс
2016 – мĕш çул – Ĕç çынни çулталăкĕ пулнипе çыхăннă.
Кунсăр пуçне, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ачасене ака уйăхĕн 25- мĕшĕнче Канаш хули шайĕнче иртекен Чăваш чĕлхи кунне халалланă тĕрлĕ конкурса хутшăнма хатĕрлеççĕ. Çак пысăк уявра пурне те ăнăçу сунатпăр.