2016 –мĕш çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Канашри 3-мĕш вăтам шкулта регионсен хушшинчи муниципалитет шайĕнче ирттерекен «Туслăх хĕлхемĕ» конкурс-фестиваль иртрĕ. Çак конкурса хулари нумай шкул хутшăнчĕ. Ачасем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енчен кăтартса пачĕç. Конкурс виçĕ номинаципе иртрĕ:
1. «Чĕлхе – халăх мулĕ» - чăваш чĕлхи;
2. «Илемлĕх тĕнчи» - сăвăсене илемлĕ вулани;
3. «Пирĕн пултарулăх» - ташă-юрă ăстисем.
Чи малтан конкурса хутшăнакан ачасем чăваш чĕлхине, республикăри паллă çынсене пĕлнине кăтартассишĕн тупăшрĕç. Кăткăс ыйтусем çине тĕплĕн хуравларĕç.
«Илемлĕх тĕнчи» номинацинче тăрăшсах чăваш классикĕсен сăввисене илемлĕ вуласа савăнтарчĕç.
«Пирĕн пултарулăх» номинацинче конкурса хутшăнакансем тĕрлĕ чăваш юрри-ташшипе куракансене хавхалантарчĕç.
Жюри конкурса хутшăнакансен пултарулăхне çапла хакларĕ:
3-мĕш вăтам шкулти 8-мĕш класра вĕренекен Яковлева Полина чи нумай балл пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăнсене 8-мĕш класри 8-мĕш шкулта вĕренекен Васильев Геннадийпе 9- мĕш класри 1-мĕш шкулта вĕренекен Иванова Александра йышăнчĕç. 3-мĕш вырăнта 9-мĕш класри 5-мĕш шкулта вĕренекен Варламова Вероника тата 8-мĕш класри 10-мĕш шкулта вĕренекен Максимова Кристина йышăнчĕç.
Уйрăмах 3-мĕш вăтам шкулта ĕçлекен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене уява тĕплĕн хатĕрлесе ирттернĕшĕн пысăк тав.